Йӑлт! тухса ӳкрӗ
йӑлтӑркка ӑшӑ пӗрчӗ
юр ҫине.
Куҫран ӳксе юлнӑскере иртен-ҫӳрен
курмарӗ,
сивӗ чӗпӗтнӗрен – кам ӑҫталла –
саланчӗ.
Папка ҫеҫ
пепкенни пек ырӑ тӗлӗкӗнче
тутине хускатса илчӗ.
Атӑл ҫеҫ
аслӑ хусканӑва туйса
асамат кӗперӗ пек йӗрсемпе
пӑр валемлеме
палӑртрӗ.
Ҫав вӑхӑтран пуҫласа
ҫӗр-анне варӗнче
ҫур кунне ӳтленчӗ.